Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Чӗлхи ҫине ӳпне ҫӑпан тухтӑрах

Пӗр чиперкке, кашӑкпа ҫӑтса ямалла хитрескер, качча тухни те хальтерех пулнине пӑхмасӑр пӗччен тӑрса юлнӑ. Упӑшки ялта ӗҫ ҫуккине пула пӗр хулана платник ӗҫне тухса кайнӑ-мӗн. Ҫамрӑк мӑшӑр ялта пурӑннӑ май выльӑх-чӗрлӗх те тытать, тулӑх пурӑнма ӗмӗтленет.
Хитре хӗрарӑма юлташӗсемех вӑрттӑн кӗвӗҫсе юратмасӑр тӑни пуриншӗн те паллӑ. Ҫӗнӗ кинпе те пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Сыснасем вите алӑкне хирсе-ватса пӗтернӗ те халӗ ӑна юсаса паракан ҫук. Ҫакскер хирӗҫре пурӑнакан пӗлӗшне пулӑшма чӗнет. Лешӗ килӗшет.
Ялта, хуҫалӑхра мӗнле те пулин ӗҫ туса парсан эрехпе хӑналас йӑла пуҫланса кайрӗ. Ҫӗнӗ кин те платнике алӑк лартса-юсаса панӑшӑн ӗҫтерет, юлашкинчен усӗрскере килнех леҫсе ярать. Урам урлӑ каҫнӑ чухне вӗсене кӗвӗҫ чунлӑ пӗр хӗрарӑм курать те ҫакӑн пирки ялта: «Ҫӗнӗ кинсем ав мӗн хӑтланаҫҫӗ, мӑшӑрӗсем килте ҫуккипе усӑ курса арҫынсене чӗнсе кӗртсех эрех ӗҫтереҫҫӗ, тем те хӑтланаҫҫӗ, упӑшка ҫук, чаракан ҫук, мӗн хӑтланас килет, айлан», — тесе элек кӑларать.
Пӗр ирхине кӗтӳ ӑсатнӑ чух кӳршӗ арӑмӗ ҫӗнӗ кине ун пирки ялта аван мар хыпар сарӑлни пирки каласа кӑтартать.
— Эсӗ ӗненсе лартрӑн-и вара ҫав элеке? — тет. Чӑннипе ӗҫ мӗнле пулса иртнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парать.
— Кам ҫак элеке сарнӑ, чӗлхи сине ӳпне ҫӑпан тухтӑрах, Турӑ хуштӑр, — тарӑхса, кулянса каять таса чунлӑ кин.
«Чӗлхи ҫине ӳпне ҫӑпан тухтӑрах» сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе эпир чипер ҫыннах усала кӑларма, хура ят сарма, ултава та чӑн пек ӗнентерме хӑтланакан пирки калама хӑнӑхнӑ. Турра ӗненекенсем каланӑ тӑрӑх, Пӳлӗхҫӗ вӗсен йӗксӗкле ӗҫне, элек сарнине пӗтӗмпех курса-илтсе тӑрать-мӗн. Таса чунлӑ ҫынсем пирки пӗр хут, икӗ хут элек сарсан виҫҫӗмӗш хут тума памасть-мӗн: чӗлхи ҫине ӳпне ҫӑпан кӑларать те леш хайхи, ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗскер, ҫӑварне уҫса ҫӑкӑр та ыйтса илейми пулать иккен. «Чарӑн, ҫӑвар, ҫӑкӑр памӑп», — тесе каласси те ҫак ӑнлавпах ҫыхӑннӑ пулӗ.

Роман Чепунов
«Хыпар», 2008, нарӑс, 12


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-08 14:20:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2792 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем